«Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене тĕпчес тата вĕрентес ĕç» регионсен пĕрлехи çавра сĕтелĕ иртрĕ
2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене тĕпчес тата вĕрентес ĕç» регионсен пĕрлехи çавра сĕтелĕ иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхеçи, чăваш чĕлхипе вĕрентӳ пособийĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Юрий Виноградов çуралнăранпа 80 çул тата чăваш чĕлхеçи, лексиколог тата диалектолог, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Александр Кузнецов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă.
Мероприятие Мари Эл, Пушкăрт, Удмурт тата Чăваш Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Казахстан Республикинчи вĕренӳ тата ăслăлăх сферин ĕçтешĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем тата культура организацийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Кĕрет тата дистанци мелĕпе 80 çын ытла хутшăнса хальхи вăхăтра тăван чĕлхене тĕпчес тата вĕрентес ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулни, вĕсене еплерех çĕнтермелли, пĕлӳ парас ĕçе самана ыйтнă пек мĕнле йĕркелемелли пирки хăйĕн шухăшне калама пултарчĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская çавра сĕтеле уçрĕ, унăн ĕçне пĕтĕмĕшле йĕркелесе пычĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчěн директорĕ, филологи ăслăлăхĕн докторĕ Юрий Исаев, Чӑваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн заведующийӗ Галина Соловьева, Ӗпхӳри наукӑпа технологи университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологийӗ факультечӗн ӑслӑлӑх енĕпе ӗҫлекен декан ҫумӗ, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Лира Афанасьева, В.М. Васильев ячĕллĕ Мари Эл ăслăлăх тĕпчев институчĕн «Лингвистика» енĕн ăслăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Олег Сергеев, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗ» регионсен общество организацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров тата ытти сумлă хăнасем çавра сĕтеле хутшăнакансене тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханнăшăн, ăна пысăк шайра вĕрентсе тата тĕпчесе пынăшăн тав турĕç. Вĕсем çавăн пекех çавра сĕтел хуçисен сумлă ĕçĕсене палăртрĕç тата ăшшăн саламларĕç.
Çывăх вăхăтра çавра сĕтел материалĕсен пуххине калăпласа кăларма палăртнă. Вăл электрон вариантпа пулĕ, ăна институт сайтне вырнаçтарăпăр.