Фестиваль-конкурсра Олег Прокопьев сăввисене вуларĕç
Муркаш муниципалитет огругĕн Калайкасси вăтам шкулĕнче муниципалитет шайĕнче кăçалхипе 4-мĕш хут савă вулакансен «Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Çак фестивальте шкул ачисем Петĕр Хусанкайăн тата ытти авторсен Муркаш Ен çинчен çырнă сăввисене вулаççĕ. Унсăр пуçне ку таврашра çуралса ÿснĕ поэтсене уйрăм секци халалланă. Фестивале хутшанăкансен йышĕ те, ачасен сăвă калас ăсталăхĕ те çултан çул ӳссе пырать. Кăçал фестиваль-конкурса хутшăнма 14 шкултан 147 ача камăл тунă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ентешĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн вĕренÿпе методика кăларăмĕсен пайĕн, «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал редакцийĕн тĕп редакторĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Олег Прокопьевăн саввисене суйласа илнĕ.
Аса илтеретпĕр, Олег Прокопьев Муркаш районĕнчи Ваçкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 5–11 классем хайлавсенчи шухăша ăнланса, туйăмлă та çĕкленÿллĕ калани автора питĕ килĕшнĕ. Ăмартура мала тухнисене шкул хисеп хучĕсемпе, Олег Прокопьев «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал тата хăй сăввисен нумаях пулмасть кун çути кунă «Чăвашăм, пурăн!» пуххине парса хавхалантарнă.