Олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтерттерме хатӗр!

Олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтерттерме хатӗр!

Хӑйсен вӗренекенӗсене олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтерттерес, малти вырӑнсене йышӑнтарас ӗмӗтлӗ вӗрентекенсем кăрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалăх университетне «Шкул ачисене чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиадӑсемпе конкурсене хатӗрлесси» семинара пуҫтарӑнчӗҫ.

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăвакан Анна Егорова ертсе пынипе вӗрентекенсем пултаруллӑ ачасемпе ӗҫлемелли формӑсемпе тата мелсемпе паллашрĕç. Алена Ивановăпа Ольга Владимирова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури кафедрин доценчĕсем, чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиада ыйтӑвӗсен тытӑмӗпе паллаштарчӗҫ, иртнӗ ҫулсенчи ăмăрту ыйтӑвӗсене тишкерчӗҫ.

Семинар тухӑҫлӑ иртрӗ, унта пӗлӳ пухнисем пурте хӑйсен вӗренекенӗсене ҫӗнтерӳ патне ҫитерессе шанса тулли кӑмӑлпа кайрӗҫ. 



23 января 2026
10:53
Поделиться