«Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул ачисен чăваш чĕлхипе культурине вĕренес туртăмне сыхласа хăварса аталантарас, талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсен пултарулăх хевтине пурнăҫлама майсем туса парас, вĕренекенсене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе 2026 çулта «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерет.

1–4-мĕш классенче вĕренекен ачасен «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ кăрлач (январь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланать.

Фестиваль номинацийĕсем анлă. Ачасем «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри» тата «Чăваш ташши» конкурссенче вăй виçме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ

Муниципалитет тапхăрне округ администрацийĕсен нарăс (февраль) уйăхĕн 20‑мĕшĕччен йĕркелесе ирттермелле. Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăра хутшăнаççĕ.

Пурне те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр!

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru

Положени