Наци сăн-сăпачĕллĕ уяв асамлăхӗ!
Хаклӑ туссем! Ҫӗнӗ ҫул çитнипе çыхăннă уявсем алӑк умне çитсе те тăчĕç. Вĕсем хӑйсемпе пӗрле чунтан кӗтекен тӗлӗнтермӗшсене, тӗл пулусен савӑнӑҫне тата чĕререн шанакан асамлӑха илсе килеҫҫӗ! Ҫак хăйне евĕрлĕ вӑхӑтăн кашни самантне ӑшӑлăхпа, кулӑпа тата чуна витекен манӑҫми ырă пулăмсемпе тултарас килет. Çавӑнпа Чӑваш Республикинчи вӗрентӳ институчӗ хаваспах сире ырă хыпар пӗлтерме васкать! Сире валли Ҫӗнӗ ҫула чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ, асра юлмалла кĕтсе илме пулӑшакан парне хатӗрлерӗмӗр.
Эпир Ҫӗнӗ ҫула чӑвашла уявлама хатӗр сценарисем сӗнетпӗр! Ҫак сценарисем – пирӗн шкулсенчи пултаруллӑ педагогсен тӑрӑшуллӑ ӗҫӗн пĕтĕмлетĕвĕ. Çак ĕçе педагогсем хӑйсен чунне, пӗлӗвне, тӑван чӗлхепе культурӑна юратнине хывнă. Хатĕр сценарисемпе Эсир хӑвӑр вӗренекенсене, ҫывӑх ҫыннӑрсене савăнтарма пултаратӑр.
Пирӗн Çӗнӗ ҫулпа Сурхурин чӑвашла сценарийӗсем сире тӑван сӑмахӑн куллипе, савӑнӑҫӗпе тата ӑшшипе тулнӑ чӑн-чӑн уяв атмосферине йӗркелеме пулӑшасса шанатпӑр.
Ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул сире телей, ырлӑх тата нумай-нумай ҫутӑ самант парнелетĕр!