Чăваш чĕлхипе республикӑн пӗрлехи экзаменне тытма хатӗрленер

Чăваш чĕлхипе республикӑн пӗрлехи экзаменне тытма хатӗрленер

2026 çулта шкултан вӗренсе тухакансем экзамен тытма хатӗрленме пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтӗнче чăваш чĕлхипе тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх вариантне, кодификаторне тата тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацине вырнаçтартăмăр. 

Республикӑн пӗрлехи экзаменне ирттермелли тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен тĕп тĕллевĕ – 9 класс пĕтерекен ачасен чӑваш чӗлхипе пухнӑ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси.

Тӗслӗх варианта пулас экзамен тытӑмӗпе тата йӗркипе паллаштарма хатӗрленӗ: экзамен ĕçĕн тытăмне ăнлантарнă, ӗҫсен формипе шутне кăтартнă, экзамен ĕçĕсене хакламалли критерисене палăртнă. Пĕлÿ содержанийĕн элеменчĕсене ҫавӑн пекех кодификаторта ҫырса панӑ.

9-МĔШ КЛАСС ПĔТЕРЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ

Чăваш чĕлхипе 2026 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн  тĕслĕх варианчӗ

Чăваш чĕлхипе 2026 ҫулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн кодификаторĕ

Чăваш чĕлхипе 2026 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацийĕ

Изложени аудиофайлӗ

Республикăн пĕрлехи экзаменне 2026 çулта ирттерме хатĕрленесси: чăваш чĕлхи вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ меслетлĕх кăтартăвĕсем

11-МĔШ КЛАСС ПĔТЕРЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ

Чăваш чĕлхипе 2026 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн  тĕслĕх варианчӗ 

Чăваш чĕлхипе 2026 ҫулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн кодификаторĕ

Чăваш чĕлхипе 2026 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацийĕ

Паронимсен словарĕ

Чăваш чĕлхипе 2026 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх варианчӗсемпе, кодификаторĕсемпе тата спецификацийĕсемпе паллашар, экзамена хатĕрленме пуçлар!



15 декабря 2025
11:30
2026 год
Поделиться