Чăвашла сочинени çыракансен виççĕмĕш (кĕрет) тапхăрĕ иртрĕ
Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви çулсерен шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине хăй тĕллĕн илемлĕ текст хайласа пĕлес кăмăлне ырлас тата аталантарас тĕллевпе пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 9–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе чăвашла хайлавсен конкурсне ирттерет.
Аса илтеретпĕр, конкурс виçĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕш тапхăр – муниципалитет тапхăрĕ – ăна муниципалитет округĕсен вĕренӳ управленийĕн органĕсем ирттереççĕ; иккĕмĕш тапхăр – республикăн кĕретсĕр тапхăрĕ – ăна Чăваш Республикин хушма професси паракан «Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕнче ирттереççĕ. Кĕретсĕр тапхăра конкурсăн муниципалитет тапхăрĕн кашни категорийĕпе пĕрер çĕнтерӳçĕ хутшăнать; виççĕмĕш тапхăр – юлашки (кĕрет) тапхăр – ăна Чăваш Республикин хушма професси паракан «Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕнче ирттереççĕ. Кăçал конкурса Чăваш Республикин 20 муниципалитет округĕнчи, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 9-11-мĕш классенче вĕренекен 45 ача, çавăн пекех Ульяновскпа Самара облаçĕсенчи тата Тутар Республикинчи 9-11-мĕш классенче вĕренекен 11 ача пултарулăхне тĕрĕслерĕ. Вĕсенчен 17 вĕренекен пысăк шайри ăсталăх кăтартса виççĕмĕш (кĕрет) тапхăра хутшăнма ирĕк илчĕ. 2025 çулхи раштавăн (декабрĕн) 4-мĕшĕнче вĕсем Чăваш Республикин хушма професси паракан «Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕнче «вăй виçрĕç». Йĕркелӳ комитечĕ конкурсăн юлашки (кĕрет) тапхăрне хутшăнакансене сочинени çырма çак темăсене сĕнчĕ:
- «Чӑваш тӗрри – халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ»;
- «Чăваш Ен – ман Тăван çĕр-шыв».
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ туса пыма сунатпăр!
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен списокĕ
9 КЛАСС
|
|
Вĕренекен хушамачĕ, ячĕ |
Муниципалитет (округ / хула) |
Вĕренӳ организацийĕн кĕске ячĕ |
Класс |
Вĕрентекен хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ |
Результат |
|
1. |
Федорова Карина |
Çĕрпӳ округĕ |
Кăнар вăтам шкулĕ |
9 |
Трофимова Рина Рудольфовна |
1 вырăн |
|
2. |
Иванова Мария |
Вăрнар округĕ |
Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕ |
9 |
Иванова Нина Петровна |
2 вырăн |
|
3. |
Чеблукова Анастасия |
Хĕрлĕ Чутай округĕ |
Мăн Этмен вăтам шкулĕ |
9 |
Горбунова Татьяна Васильевна |
2 вырăн |
|
4. |
Андреев Андрей |
Красноармейски округĕ |
Пикшик вăтам шкулĕ |
9 |
Тихонова Людмила Анатольевна |
3 вырăн |
10-11 КЛАСС
|
|
Вĕренекен хушамачĕ, ячĕ |
Муниципалитет (округ / хула) |
Вĕренӳ организацийĕн кĕске ячĕ |
Класс |
Вĕрентекен хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ |
Результат |
|
1. |
Наумова Елена |
Куславкка округĕ |
Елчěк вăтам шкулě |
11 |
Морозова Надежда Ивановна |
1 вырăн |
|
2. |
Щербакова Ксения |
Шупашкар округĕ |
Çĕньял-Покровски вăтам шкулĕ |
11 |
Смирнова Галина Аркадьевна |
2 вырăн |
|
3. |
Васильева Ксения |
Тăвай округĕ |
Тăрмăш вăтам шкулĕ |
10 |
Григорьева Зинаида Николаевна |
3 вырăн |
Дипломсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрне (225 пӳлĕм) килсе илмелле.
Сертификатсене çак каçăсемпе (ссылкăсемпе) уçласа илме пулать:
9-мĕш классем: https://cloud.mail.ru/public/Kc2U/W2BYvf4Cu
10-11-мĕш классем: https://cloud.mail.ru/public/Rfk6/hjt491bVB
Республика тулашĕнчен хутшăнакансем: https://cloud.mail.ru/public/ozKT/69Z7zhP3a
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли майсем:
e-mail: chrio18@rchuv.ru
телефон 8(8352) 58-45-22, хушма номер 143.