Чи пултаруллисем палăрчĕç
Чи пултаруллисем палăрчĕç
2025 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 05-мĕшĕнчен пуçласа раштав (декабрь) уйăхĕн 05-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литература кафедри «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне ирттерчĕ. Конкурса «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектне пурнӑҫа кӗртекен шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенчен 73 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юмахӗсен тӗрлӗ тӗсне кӑтартрӗҫ: йӑла юмахӗсем («Керменкке», «Тилӗ тус», «Ҫарӑк», «Лаша шырани»), чӗр чунсем ҫинчен калаканнисем («Пукане», «Тилӗпе кашкӑр»).
Ачасем кӑтартнӑ чӑваш халӑх юмахӗсем, литература юмахӗсем (Лидия Сарине ҫырнӑ «Кашкăрпа пакша», Юхма Мишши çырнă «Пукане», П. Эйзин çырнă «Упа пÿрчĕ», И. Яковлев çырнă «Кулач» юмахсем) кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ.
Ачасем выляса панӑ юмаха тата та илӗртӱллӗрех тума ача садĕнче ĕçлекен воспитательсемпе музыка ертӳçисем информаципе коммуникаци технологийӗпе усӑ курса видеороликсем хатӗрлерӗҫ.
Шкул ҫулне ҫитмен ача «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне хутшăнса тӑван чӗлхе техӗмлӗхне чухлама, юмах никĕсĕнчи тĕп шухăша туйса илме вӗренет.