«Хавхалану» конкурс фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ
Тĕнчипе паллă этнопедагогика никĕслевçин Г.Н. Волковăн ячĕ пирĕн çĕр-шывра, Чăваш Енре хисепре. Сумлă академика, паллă вĕрентекене, чăваш ученăйне Г.Н. Волкова чысласа Шупашкарта палăк лартнă. Унта Геннадий Никандрович çуралнă кун, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, митинг иртет. Вĕрентекене хисеплекенсем сума суса ырă сăмах калаççĕ, чĕрĕ чечексем хураççĕ. Шупашкар хулин 62-мĕш шкулне 2016 çулта Геннадий Волков ятне панă. Кунта Волков эктерлĕхне упраççĕ, ун ячĕпе музей уçнă.
Çĕр тĕрлĕ професси йышĕнче пуринчен те явапли тата сăвапли педагог ĕçĕ шутланать. «Вĕрентекен – пирĕн пурнăçа пĕлтерĕшлĕ витĕм кĕртекенсенчен пĕри. Унăн пархатарлă ĕçне хисеплетпĕр эпир. Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», – тенĕ паллă вĕрентекен Волков Геннадий Никандрович. Хисеплĕ вĕрентекен пĕлтерĕшлĕ каланине ялан асра тытатпăр, ырă ĕçсем туса çирĕплететпĕр!
Çĕр-çыр ытла çынна ăслăлăх çулĕ çине кăларнă вĕрентекене ырăпа астăваççĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 2016 çултан пуçласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле Г.Н. Волкова асăнса регион шайĕнчи «Хавхалану» конкурс фестиваль ирттерет. Кăçал вăл «Видеофильм», «Ӳкерчĕксем», «Инсценировка», «Меслетлĕх кăтартăвĕсем» номинацисемпе вун пиллĕкĕмĕш хут иртрĕ.
Конкурс фестивалĕн тĕллевĕ вĕренекенсене Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕн, ачасене пăхса ӳстересси çинчен вĕрентекен наукăна йĕркелесе яракан Г.Н. Волковăн пултарулăх эткерне тĕпчесе халăхра сарасси, вĕренекенсемпе педагогсен пĕлӳпе ăс-хакăл пултарулăхне вăйлатасси, вĕсене пултарулăхпа тĕпчев ĕçне явăçтарасси, наци культурипе литературине тĕпе хурса вĕренекенсен этнокультура компетентлăхне йĕркелесси, вĕренекенсемпе педагогсене хăйсене аталантарма майсем туса парасси, çавăн пекех халăхсен хушшинчи хутшăну культурине йĕркелесси пулчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвĕ тухăçлă иртрĕ. Ӳкерчĕксен конкурсне çĕр ытла ача хутшăнчĕ. Ачасен ĕçĕсем пĕринчен тепри чаплă. Вĕсемпе паллама, ӳкерчĕксене хаклама коридора ятарласа çакса хунă. Республикăри сакăр вун тăхăр шкул вĕрентекĕнĕпе ача сачĕн воспитателĕ «Меслетлĕх кăтартăвĕсем» номинацине хутшăнса хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне аван кăтартрĕç. «Видеофильм» конкурсне пурĕ 14 видеофильм ярса панă. Çак номинацине Саха (Якути) Республикин ачисем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен фильмне виçĕ чĕлхепе якутла, вырăсла тата чăвашла ӳкерсе ярса панă. Конкурсра Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Козлов Максим палăрчĕ. Вăл Геннадий Волковăн «Çил-тăвăл» калавĕ тăрăх хăех сценари çырнă, хăех фильм ӳкернĕ, калаври тăватă сăнара хăех вылянă.
Кăçалхи инсценировкăсен конкурсĕ те хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕ. Вĕрентекенсем Волков калавĕсене сцена çинче кăтартма лайăх йĕркеленĕ. Кашни калава пурнăç урокĕ евĕр хатĕрленĕ вĕсем. Куç умĕнче чăваш кил-йышĕн пурнăçĕ, йăли-йĕркийĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, хуйхи-суйхи, хатĕрĕ-хĕтĕрĕ, чашăкĕ-тирĕкĕ, апачĕ-çимĕçĕ – пурте чăвашлăхпа çыхăннисем, пурте чăваш тĕнчине кăтартаканнием пулчĕç. Инсценировкăра вылякан ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕрсе калавсенчи сăнарсем мĕнлерех çын пулнине аван выляса кăтартрĕç. Ачасем куракансене сцена çинче хăйсене ирĕклĕ тытма пултарнипе, тĕрлĕ кăмăл-туйăма саспа та, пит-куç вылянăвĕпе те, ал-ура хусканăвĕпе кăтартма пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Пурте вĕсем чăн-чăн артистсем пек вылярĕç.
Г.Н. Волков калавĕсене ачасем вуласа тишкернине, вĕсене ăша хывнине хăйсем ӳкернĕ ӳкерчĕксенче, видеофильмсенче тата инсценировкăсенче куртăмăр.
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар хулин Геннадий Волков ячĕллĕ 62-мĕш шкулĕнче «Хавхалану» конкурс фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Уява Чăваш Республикин тĕрлĕ вырăнĕсенчен килнĕ, чăвашла тумланнă ача пахчине çӳрекенсемпе пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул ачисем, вĕсен вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Уяв программи анлă пулчĕ. Унăн малтанхи пайĕнче «Вĕренекенсем Вĕрентекен çинчен аса илни» çавра сĕтел иртрĕ. Ăшă тĕл пулури калаçăва учительсемпе воспитательсемпе пĕрле Волков академик вĕренекенĕсем: педагогика наукисен докторĕ Петрова Татьяна Николаевна профессор, педагогика наукисен кандидачĕ Кузнецова Людмила Васильевна профессор, педагогика наукисен кандидачĕ Харитонов Михаил Григорьевич профессор, педагогика наукисен кандидачĕ Данилова Людмила Николаевна доцент, педагогика наукисен кандидачĕ Белова Светлана Николаевна профессор, филологи наукисен кандидачĕ Виноградов Юрий Михайлович доцент пулчĕç. Тухса калаçакансем Геннадий Никандровичăн çынлăхĕ пысăк пулнине каларĕç, пархатарлă ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕç, унăн витĕмĕ ăслăлăх çулĕ çине тухма хăват панине палăртрĕç. Çавра сĕтел тавра калаçу пынă вăхăтра конкурсра çĕнтернĕ ача пахчин ачисемпе шкул ачисем ăсталăх урокĕсенче пулчĕç. Вĕсенче ачасем чăваш халăхĕн ташшийĕпе, кĕвĕ хатĕрĕсемпе, кил илемĕпе паллашрĕç.
Апат тăхтавĕ хыççăн пурте акт залне пуçтарăнчĕç. Чыслава Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн директорĕ Кузнецова Наталья Алексевна уçрĕ. Этнопедагогика никĕслевçи Г.Н. Волков академик çинчен ӳкернĕ документлă фильм пăхрĕç, унтан чаплă лару-тăрура «Хавхалану» конкурс çĕнтерӳçисемпе призерĕсене чысларĕç, дипломсем, Хисеп тата Тав хучĕсем, хутшăннисене сертификат пачĕç.
Уява пуçтарăннисене Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Гаврилова Р.А., Степанов А.М., Николаева Т.В. илемлĕ юрласа тата 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсем «Хаваспа утар» юрра шăрантарса саламлани пурин кăмăлне те çӳллĕ шая çĕклерĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакан çамрăк ăру Г.Н. Волковăн калавĕсене вуласа, хут çине ӳкерсе тата хайлаври сăнарсене выляса кирлине ăша хывни, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентни воспитани енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăваратăп.
«Хавхалану» конкурс фестивале хутшăннине ĕнентерекен-çирĕплетекен сертификатсене çак каçăсемпе (ссылкăсемпе) уçласа илме пулать:
«Инсценировка» номинаци: https://forms.yandex.ru/u/68fe886502848faf3a3d3094
«Видеофильм» номинаци: https://forms.yandex.ru/u/68fe8a4e068ff0be89e3ee9c
«Меслетлĕх хатĕрĕ» номинаци: https://forms.yandex.ru/u/68fe8aa5eb6146ba83b79d67
«Ӳкерчĕк» номинаци: https://forms.yandex.ru/u/68fe8af902848faeef3d311a
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ