«Хавхалану» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçисем паллă

«Хавхалану» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе, Шупашкар хулин мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕ центрĕпе тата Шупашкар хулин Г.Н. Волков Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕ ячĕллĕ уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 62-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕпе пĕрле Геннадий Никандрович Волкова асăнса регионсен шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурса çулсерен ирттерет.

Фестиваль-конкурс финалӗ (пултарулӑх мастер-класӗсем, гала-концерт, педагогсем валли семинар) 2025 ҫулхи юпа уйăхĕн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулин Г.Н. Волков Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕ ячĕллĕ уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 62-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕнче пулать. Мероприяти 11:00 сехетре пуҫланать.

Аса илтеретпĕр:

Фестиваль-конкурсăн кăçалхи номинацийĕсем çаксем пулчĕç:

«Инсценировка» номинаци:

- ача садне çӳрекенсем (1‑мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 1-4 класĕсенче вĕренекенсем (2‑мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-7 класĕсенче вĕренекенсем (3‑мĕш ушкăн).

«Видеофильм» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем.

«Викторина» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5‑9‑мĕш класĕсенче вĕренекенсем.

«Меслетлĕх хатĕрĕ» номинаци – педагогсем, культура организацийĕсен ĕçченĕсем, ача садне çӳрекенсемпе шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ тата хутшăнма кăмăл тăвакан пĕтĕм çын.

«Ӳкерчĕк» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11‑мĕш класĕсенче вĕренекенсем.

«Хавхалану» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçисемпе хушса панă файлсенче паллашма пултаратăр.

Çĕнтерӳçĕсене хапăл туса кĕтетпĕр!

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

89176578801 – Николаева Людмила Петровна, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ;

8(8352)584-522 (хушма номер: 143) – регион аталанăвĕн центрĕ.

E-mail: chrio18@rchuv.ru 

Победители и призеры номинации «Видеофильм» 

Победители и призёры номинации «Методическая разработка» 

Итоги конкурса инсценировок по рассказам Г.Н. Волкова 

Победители и призеры номинации «Рисунок» 

ПРОГРАММА Межрегионального фестиваля-конкурса обучающихся и педагогов «Х А В Х А Л А Н У» («В Д О Х Н О В Е Н И Е»)