Кашни калаврах – пурнăç урокĕ
Раççей вĕренӳ академийĕн сумлă академикĕн, публицист писателĕн, этнопедагогика никĕслевçин Г.Н. Волковăн пултарулăх эткерне тĕпчесе сарас, Г.Н. Волковăн ĕçне-хĕлне ачасене лайăх пĕлме хавхалантарас тĕллевпе регион шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс кашни çул Шупашкарта темиçе номинаципе иртет. Кăçалхи номинацийĕсенчен пĕри паллă педагогăн калавĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсен конкурсĕ пулчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин тĕрлĕ вырăнĕнчен килнĕ ача садне çÿрекенсемпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Кăçалхи инсценировкăсен конкурсĕ хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕ. Вĕрентекенсем Г. Волков калавĕсене сцена çинче кăтартма лайăх йĕркеленĕ. Кашни калава пурнăç урокĕ евĕр хатĕрленĕ вĕсем. Куç умĕнче чăваш кил-йышĕн пурнăçĕ, йăли-йĕркийĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, хуйхи-суйхи, хатĕрĕ-хĕтĕрĕ, чашăкĕ-тирĕкĕ, апачĕ-çимĕçĕ – пурте чăвашлăхпа çыхăннă, пурте чăваш тĕнчине кăтартаççĕ.
Инсценировкăра вылякан ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕрсе калавсенчи сăнарсем мĕнлерех çын пулнине аван выляса кăтартрĕç. Ачасем куракансене сцена çинче хăйсене ирĕклĕ тытма пултарнипе, тĕрлĕ кăмăл-туйăма саспа та, пит-куç вылянăвĕпе те, ал-ура хусканăвĕпе кăтартма пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Пурте вĕсем чăн-чăн артистсем пек вылярĕç.
Сумлă жюри пайташĕсем вылякансен калаçăвне сăнаса вĕсем сăмахсене мĕнлерех туйăмпа каланине, чăвашла таса та тирпейлĕ калаçнине тата ăсталăхĕпе тыткаларăшне кура хакларĕç.
Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Ача садне çӳрекенсем хушшинче – Муркаш муниципалитет округĕн «Хĕвел» 3-мĕш ача сачĕн «Пыл хурчĕсем» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракансем – Иванова С.Н., Петрова О.Г.), пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 1-4 класĕсенче вĕренекенсен хушшинче – Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн «Хĕвел ачисем» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракан – Егорова Н.И.), пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-7 класĕсенче вĕренекенсен хушшинче – «Апраман тавраш» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракан – Николаева Л.П.) 1-мĕш вырăна тухрĕç. Тăвай муниципалитет округĕн Тăрмăш шкулĕн «Пирĕн пĕчĕк театр» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракансем – Григорьева З.Н., Васильева С.Н.) Гран-прие çĕнсе илчĕ. Конкурса хутшăннă ытти ача сачĕсемпе шкулсен пултарулăх ушкăнĕсем çĕнтерÿçĕ призерсем пулчĕç.
Пултаруллă та хаваслă ачасене, сăнарсене лайăх вылякансене, уйрăм ятсемпе палăртрăмăр. Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕсенче «Чи лайăх хĕр ача ролĕ» çĕнтерÿçи Максимова Виктория, Тăвай муниципалитет округĕн Тăрмăш шкулĕн «Пирĕн пĕчĕк театр» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракансем – Григорьева З.Н., Васильева С.Н.), «Чи лайăх арçын ача ролĕ» çĕнтерÿçи Степанов Владимир, Тăвай муниципалитет округĕн Тăрмăш шкулĕн пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракан – Максимова Н.А.), «Чи лайăх калавçă» çĕнтерÿçи Александров Глеб, Çĕрпÿ хулин 1-мĕш вăтам шкулĕ (Ертсе пыракан – Иванова Е.Н.), «Иккĕн чи лайăх вылякансем –дуэт» çĕнтерÿçисем Николаева Виктория, Петрова Василиса, Муркаш муниципалитет округĕн «Хĕвел» 3-мĕш ача сачĕн «Мĕншĕн-темшĕн» пултарулăх ушкăнĕ (Ертсе пыракансем – Иванова С.Н., Сазонова Г.И., Дашкова С.Н.) ятсене çĕнсе илчĕç.
Г.Н. Волков калавĕсене сцена çине кăларма лайăх хатĕрленĕ вĕрентекенсене уйрăм хакларăмăр. «Инсценировка пахалăхĕн пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн «Хĕвел ачисем» пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Егорова Н.И., «Инсценировка пахалăхне пуянлатни» номинацире çĕнтерÿçĕ Тăвай муниципалитет округĕн Тăрмăш шкулĕн пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Максимова Н.А. пулчĕç
Тĕп пĕтĕмлетÿре сумлă жюри ачасен пуплевĕ илемлĕ пулнине, чăвашла тĕрĕс калаçнине тата ăсталăхĕ ÿссе пынине палăртрĕ.
Ачасем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни чун ыйтнă ĕç, кану пулса тăчĕ. Лайăх та ăста вылянăшăн куракансем тăвăллăн алă çупса саламлани вара чи паха тав туни пулчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакан çамрăк ăру Г.Н. Волков çырнă калавĕсене вуласа, сăнарсене выляса кирлине ăша хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе хаклатăп.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,
жюри пайташĕ