Чăваш чĕлхине хальхи вăхăтра мĕнле вĕрентмелле: пĕлĕве ÿстермелли курс иртрĕ
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен «Культурăсем хушшинчи хутшăну хутлăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç.
Занятисем кĕретĕн те, кĕретсĕр те иртрĕç. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче педагогсем Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче стажировкăра пулчĕç.
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче ирттернĕ занятисенче Анна Егорова хальхи условисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес çул-йĕре уçăмлатрĕ.
Вĕрентекенсен умĕнче çавăн пекех француз тата чăваш чĕлхи вĕрентекен Александра Урукова (Шанăçпи) тухса калаçрĕ, хăйĕн меслетлĕхĕпе тата опычĕпе паллаштарчĕ. Курсантсем Шанăçпие кăсăкланса итлерĕç, çамрăксем хушшинче çавăн пек маттур та пултаруллă вĕрентекенсем пулни вĕсен кăмăлне çĕклерĕ, малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ.
Кĕретĕн ирттернĕ занятисем кăсăклă, тухăçлă та усăллă пулчĕç.