«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеороликсен конкурсне хутшăнма васкăр!

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеороликсен конкурсне хутшăнма васкăр!

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле 2025 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 2-31-мĕшĕсенче «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет.

Конкурса 7–8-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурс тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисенче вĕренекен ачасен гражданин тата патриот ăс-хакăлне йĕркелени, вĕсене çуралнă вырăна, Тăван çĕр-шыва юратма, унăн культура тата истори эткерлĕхне хисеплеме вĕрентни, тăван тавралăхăн сумлăхне ӳстерни, пурăнакан вырăна упрас тата аталантарас туйăма вăйлатни, кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнма хăнăхтарни, чăваш чĕлхине, Чăваш Ен историйĕпе культурине тĕпчес кăмăла сыхласа хăварса аталантарни, çавăн пекех видео ӳнерĕ урлă вĕренекенсен пултарулăх потенциалне аталантарма тата пурнăçа кĕртме майсем туса пани.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хутшăнакансен заявкисене шкул ертӳçи алă пусса çирĕплетмелле, видеороликсемпе пĕрле муниципалитет администрацийĕн вĕренӳ пайне ярса памалла. Муниципалитет администрацийĕн вĕренӳ пайĕ йĕркеленĕ жюрин юпа уйăхĕн 2-22-мĕшĕсенче 2 çĕнтерӳçе (7 класс тата 8 класс вĕренекенĕсене) палăртмалла, 2025 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕччен вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнмалли заявкăна Чăваш Республикин вĕренӳ институтне ярса памалла.

Конкурс положенийĕпе тимлĕн паллашма сĕнетпĕр.

 

Ыйтса пĕлмелли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru

Телефон: 8(8352)584-522, хушма номер 143.



02 октября 2025
16:49
Поделиться