Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессин меслетлĕхĕ» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ

2025-2026 вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентмелле? Саккун шайĕпе вĕренÿ ĕçне мĕнле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ? Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чух тĕп вырăнта мĕн пулмалла? Çак ыйтусем тавра авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче кĕрет занятисем иртрĕç.
Чи малтанах пĕлĕве ÿстерме килнĕ вĕрентекенсемпе Вĕренÿ институчĕн проректорĕ, «Пĕлÿ» обществăн лекторĕ Инесса Ядранская тĕл пулчĕ, тăван чĕлхепе тăван литературăна вĕрентессине мĕнле йĕркелесе пымалли çинчен каласа пачĕ. 2025-2026 вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри улшăнусемпе чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова паллаштарчĕ. Культурăсем хушшинчи хутшăну хутлăхĕнче пуçламăш шкулта литература вулавĕн урокне хатĕрлесси çинчен Тамара Артемьева доцент ăнлантарчĕ. Ольга Владимирова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, тăван (чăваш) литература урокĕсенче илемлĕ хайлавсене çĕнĕлле тишкерме хăнăхтарчĕ.
Малтанхи кĕрет занятисемпе вĕрентекенсем кăмăллă пулчĕç