«Хавхалану» фестиваль-конкурса хутшăнма чĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 2025 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа юпа (октябрь) уйăхĕн 31-мĕшĕччен И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе, Шупашкар хулин мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕ центрĕпе тата Шупашкар хулин Г.Н. Волков Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕ ячĕллĕ уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 62-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕпе пĕрле Геннадий Никандрович Волкова асăнса регионсен шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттерет.
Фестиваль-конкурс тĕллевĕ – вĕренекенсене Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) сумлă академикĕн, публицист писателĕн, этнопедагогика никĕслевçин Г.Н. Волковăн пултарулăх эткерне тĕпчесе сарасси, вĕренекенсемпе педагогсен пĕлӳпе ăс-хакăл пултарулăхне вăйлатасси, вĕсене пултарулăхпа тĕпчев ĕçне явăçтарасси, наци культурипе литературине тĕпе хурса вĕренекенсен этнокультура компетентлăхне йĕркелесси, вĕренекенсемпе педагогсене хăйсене аталантарма майсем туса парасси, çавăн пекех халăхсен хушшинчи хутшăну культурине йĕркелесси.
Фестиваль-конкурсăн кăçалхи номинацийĕсем тата ӳсĕм ушкăнĕсем:
«Инсценировка» номинаци:
- ача садне çӳрекенсем (1‑мĕш ушкăн),
- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 1-4 класĕсенче вĕренекенсем (2‑мĕш ушкăн),
- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-7 класĕсенче вĕренекенсем (3‑мĕш ушкăн).
«Видеофильм» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем.
«Викторина» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5‑9‑мĕш класĕсенче вĕренекенсем.
«Меслетлĕх хатĕрĕ» номинаци – педагогсем, культура организацийĕсен ĕçченĕсем, ача садне çӳрекенсемпе шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ тата хутшăнма кăмăл тăвакан пĕтĕм çын.
«Ӳкерчĕк» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11‑мĕш класĕсенче вĕренекенсем.
Фестиваль-конкурса хутшăнма кăмăл тунă педагогсемпе вĕренекенсен заявкисене 2025 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 18-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/68be83ad6d2d73000f6d5c0d каçăпа йышăнатпăр. Заявкăпа пĕрле пултарулăх ĕçĕпе çыхăннă файла тата харпăр даннăйсене усă курма ирĕк паракан килĕшĕве хушса ямалла. Хушса панă файлсене уçса пăхмалли каçăпа 2025 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕччен усă курма май пулмалла.
Электрон адрессемпе ярса панă ĕçсене пăхса тухмастпăр. Фестиваль-конкурсăн положенине тĕплĕн вулама сĕнетпĕр.
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:
89176578801 – Николаева Людмила Петровна, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ;
8(8352)584-522 (хушма номер: 143) – регион аталанăвĕн центрĕ.
E-mail: chrio18@rchuv.ru