Институтра 2024-2025 вĕренӳ ҫулĕнчи «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» урок тулашĕнчи заняти валли регион компоненчĕн материалне хатӗрлекен ушкăн ӗҫне пӗтӗмлетрĕç

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтĕнче 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен педагогӗсем хутшӑннипе «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» урок тулашĕнчи заняти валли регион компоненчĕн материалне хатӗрлес ĕç уйрăмлăхĕсем» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн наципе регион компонентне аталантарас енĕпе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская çавра сĕтел ларăвне уçнă май вĕрентекенсен ăсталăхне мухтарĕ, çак ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă пулнине, малашне те çаплах туслă та тухăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.
Урок тулашĕнчи заняти валли регион компоненчĕн материалне хатӗрлекенсен ĕçне сӳтсе явнă май, Юрий Виноградовпа Александр Кузнецов институтăн регион аталанăвĕ центрĕн ĕçтешĕсем чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ĕçне ырларĕç, вĕсем пирĕн халăхпа, республикăпа çыхăннă чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ фактсене тупса палăртма пултарнине асăнчĕç.
Александр Степанов вĕрентекен Республикăри тĕрлĕ шкулта ĕçлекенсем те институт ертсе пынипе йĕркеленĕ ĕçе пысăк хак панине, çав вăхăтрах материал хатĕрленĕ чух шута илмелли сĕнӳсемпе канашсем панине асăнчĕ. Тăтăшах тĕл пулаканнисен шутĕнче – кăсăк та курăмлă, пуян информациллĕ презентаци кирли тата «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» урок тулашĕнчи заняти пирки видеоанонс хатĕрлесе ăна вĕренӳ ĕçĕпе çыхăннă организацисен социаллă тетелĕсенче вынаçтарасси. Çакă вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те ушкăн хатĕрлекен ĕçпе кăсăклантарĕ, пирĕн халăхпа, тăван кĕтеспе çыхăннă паха информацие ытларах çын патне çитерме май парĕ.
2024-2025 вĕренӳ ҫулĕнчи «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» урок тулашĕнчи заняти валли регион компоненчĕн материалне хатӗрлекен ушкăн ӗҫне пӗтӗмлетнĕ май Инесса Ядранская пултаруллă ĕçтешсене – Шупашкар хулинчи 19-мĕш шкулăн Оксана Васильева тата Роза Мазикова вĕрентекенĕсене, 33-мĕш шкулăн Ирина Диарова вĕрентекенне, 40-мĕш шкулăн Александр Степанов вĕрентекенне, 1-мĕш гимназин Нина Леонтьева вĕрентекенне, хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен 2-мĕш шкулăн Ираида Матьянова вĕрентекенне – Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн Тав хучĕпе чысларĕ.