«Тăван чĕлхе управçи» конкурс иртрĕ

Шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳ программине чăвашла калаçса пурнăçлакан воспитательсен педагогикăра пухнă çĕнĕ опытне сарас, вĕсен профессири ятне-сумне тата халăхри хисепне çĕклес тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳ программине чăвашла пурнăçлакан воспитательсен професси ăсталăхĕн «Тăван чĕлхе управçи» конкурсне ирттерчĕ.
Конкурса шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳре чăваш чĕлхипе усă куракан 19 воспитатель хутшăнчĕ.
Конкурсантсем ачасемпе ирттернĕ вĕренӳ мероприятийĕсене видео ӳкерсе йĕркелӳ комитетне ярса пачĕç, хăйсен ĕçĕ çинчен кĕскен çырса пачĕç.
Тăвайри «Асамат кĕперĕ» («Радуга») ача сачĕн воспитателĕ Лариса Фомина çĕнтерӳçĕ ятне илме тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шупашкар хулин 50-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Галина Плешкова, 3-мĕш вырăна Шупашкар хулин 180-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Алина Поликарпова тухрĕç. Конкурса хутшăннă педагогсене пурне те тав тăватпăр.
Çĕнтерӳçĕсене саламлатпăр. Дипломсене (электрон форматпа) заявкăра кăтартнă адреспа çу уйăхĕн 23-мĕшĕччен ярса пама йышăннă.
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем: телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ, e-mail: chrio18@rchuv.ru