«Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

«Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси.

Конкурса чăвашлăха упракан 21 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен саккăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинципе, тепĕр пиллĕкĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» номинципе, тăватшар ĕç – «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем» тата «Пирĕн тăван кĕтес» номинцисемпе пулчĕç.

Видеороликсенче конкурсантсем çемьен пурнăçне, кил-йыш тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç, тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем çинчен каласа пачĕç.

Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашрĕç, 4 çĕнтерÿçĕпе 6 призёра палăртрĕç.

Конкурса хутшăннă çемьесене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!   

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ дипломсем парса хавхалантарĕ. Конкурса хутшăнакан кашни çемье сертификат илĕ. Дипломсемпе сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа (электрон форматпа) ярса пама палăртнă. 

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон (8352)58-45-22, доб. 143. (регион аталанăвĕн центрĕ),

e-mail: chrio18@rchuv.ru.



16 мая 2025
08:08
Поделиться