«Халăх шкулĕ» журнала юратса вулар!

Хисеплĕ вулаканăм!
Вĕренÿ институчĕ хатĕрлесе тăракан «Халăх шкулĕ–Народная школа» журналăн кăçалхи черетлĕ иккĕмĕш кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.
Ятарласа уйăрнă пайсенче вĕрентÿре хăйсен ĕçне чăннипех парăннă педагогсен кулленхи ĕçĕсемпе вĕсем çинчен çырнă статьясем кун çути курчĕç. Яланхи пекех вĕренÿ ĕç-хĕлне сăнлакан интервьюсемпе тата урок хыççăнхи вулав, ÿнер тĕнчине илсе каякан текстсемпе те паллашма пулать номерте.
Журналăн малтанхи страницисенче республикӑри «Чӑваш Ен вӗрентекенӗ – 2025» конкурса О.А. Никитина сăнланнă. Вӗрентекенĕн хӑйĕн профессионализмне туллин, жюри ыйтӑвӗсем ҫине тӳрех ответлеме, лидер пахалӑхӗсене кӑтартма пӗлмелле. Палăртма кăмăллă, кăçал та конкурс пит ăнăçлă иртнĕ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствине туса хунăранпа кăçал 100 ҫул. Çавна май редакци ку паллă тапхăрта пулса иртнĕ пулăмсемпе фактсем çинче чарăнса тăчĕ.
2025 çул – Раççейре Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинче вара Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ. Ку рубрикăра Чӑваш Енре ҫуралса ӳснисен паттӑрлӑхӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вăхăтĕнче Шупашкарпа Чӑваш митрополийӗн монахӗсемпе священникӗсем фронтовиксем пулса тӑни, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн волонтер центрӗ тата ыттисем пирки çырса кăтартнисем пур.
А.Л. Тихонова, Е.В. Николаева «Кайăксем çуркуннене илсе килеççĕ (аслă ушкăнра ирттермелли уяв сценарийӗ)» те кăсăклă.
Ытти курăмлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тĕплĕнрех журнала алла тытсан паллашма пултаратăр.
«Халăх шкулĕ» журнала вулăр, ăна вăхăтра çырăнса илме ан манăр.