«Хунав» фестивалĕн çĕнтерӳçисем паллă
Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасен «Хунав» фестивале килнĕ ĕçĕсене хакласа пĕтĕмлетрĕ.
Фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин 21 муниципалитетĕнчен тата Тутар Республикин ача сачĕсенчен «Илемлĕ – чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе пурĕ 69 видеосюжет килчĕ.
Кашни номинацире ачасен ĕçне компетентлă жюри хакларĕ. Унта халăх артистки Лидия Попова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Надежда Кириллова, Чăваш педагогика университечĕн доценчĕ Неонила Иванова, Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх ăсталăхĕн центрĕн методисчĕ Светлана Логинова тата вĕренӳ институчĕн специалисчĕсем ĕçлерĕç. Жюри членĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Кăçалхи çул лайăххисен (çĕнтерӳçĕпе призёрсем) шутĕнче 32 номер. Çак номерсенче 150 яхăн ача пултаруллă пулни палăрчĕ.
Фестивале хутшăннă ача сачĕсене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçĕр малашне те ăнса пытăр!
Дипломсем каярах пулĕç. Вĕсене килсе илмелли çинчен информаци http://chrio.rchuv.ru/ сайтра пулĕ. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ. Хăйсен хуçисем патне заявкăра кăтартнă адреспа çу уйăхĕн 19-мĕшĕччен çитеççĕ.
Оргкомитетăн çыхăну мелĕсем:
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон 8(8352) 58-45-22, доб. 143.