«Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурса хутшăнма йыхравлатпăр

2025 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 29-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Тăван челхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурс иртет.
Конкурса Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс 5 номинаципе иртет:
- Пĕлÿ – ăс-хакăл мулĕ (шкул çулне çитмен ачасен ăс-тăнне аталантарасси);
- Янра, чăваш чĕлхи, янра (шкул çулне çитмен ачасен пуплевне аталантарасси);
- Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах тĕнчи (шкул çулне çитмен ачасене илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси);
- Çирĕп вăй-хал – çирĕп сывлăх (шкул çулне çитмен ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталантарасси).
- «Çакă Çĕнтерÿ кунĕ» (проекта пурнăçа кĕртни).
Конкрса хутшăнма çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/67972b0c84227c24923e374d/ адреспа Конкурс сайтне кĕрсе регистрациленмелле, ĕçсене ярса памалла.
Конкурса шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсене хутшăнма йыхравлатпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
- 8 (8352) 584719 (и.о. зав. кафедрой чувашского языка и литературы Егорова Анна Семеновна), 8(8352) 58-37-89 (150) (методист Петрова Людмила Германовна).