«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн çĕнĕ кăларăмне пăхма сĕнетпĕр

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев çуралнă кун, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) – паллă чăваш педагогĕ, çутта кăлараканĕ, миссионер, çыравçă, куçаруçă. Вăл чăваш çырулăхне йĕркелесе янипе, шкулсем уçнипе тата чăваш чĕлхипе культурине аталантарнипе паллă. Иван Яковлевичăн ĕçне хакласа та хисеплесе унăн çуралнă кунĕнче 1992 çултанпа Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ.
«Пĕрле ларса калаçар-ха» рубрикăн черетлĕ кăларăмне Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Ăна, яланхи пекех, Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырать.
Чăваш чĕлхин аталанăвĕпе унăн малашлăхĕ паянхи кун тĕплĕн тишкермелли ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Паянхи ачасем тӑван чӗлхепе сахал калаҫни пăшăрхантарать. «Чӗлхепе пӗрлех эпир хамӑрӑн тымарсене ҫухататма пултаратпӑр. Чӗлхе вӑл – сӑмах пуххи мар, вӑл ӑслӑлӑх, йӑла-йӗрке, культура хаклӑхӗсен никӗсӗ», – тесе палăртать Ираида Васильевна.
Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта чăваш чĕлхипе Интернет уçлăхĕнче анлăн усă курмалла. Электронлă библиотекăсенче, хутшăну тетелĕсенче чăваш чĕлхиллĕ контента ÿстермелле – çакă чĕлхене упрама тата ăна тĕнчипе сарма пулăшать. Кун пирки ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш çамрăкĕсен форумĕнче те чылай калаçрĕç. Форума хутшăннă çамрăксем чăваш чĕлхине аталантарас тĕллевпе хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç, хутшăну тетелĕсенче тата онлайн платформăсенче чăваш чĕлхиллĕ контента ÿстерес, тĕрлĕ проектпа мероприяти йĕркелес, тăван чĕлхене популяризацилес енĕпе ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтерчĕç. Ираида Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче яланах видеороликсемпе усă курать, паянхи кăларăмра форума хутшăннă çамрăксем хăйсен шухăшĕсене палăртĕç.
Çапла вара, чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси – пĕтĕм халăхăн ĕçĕ, кашни çыннăн тивĕçĕ.