Пĕтĕм чăваш диктант çырчĕ

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Диктанта икĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm, 95,9 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайчĕпе Интернетри хутшăну тетелĕсенче лартнă аудиофайла итлесе çырма пултарчĕç.
Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Шупашкар хулин Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче, Чăваш наци библиотекинче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, чăвашсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче çырчĕç.
Акцие шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет (чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури, истори, математика, технологи, биологи), пуçламăш классенче вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен педагогĕсем, библиотекарьсем, музей ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ.
Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 13256 çын хутшăннине палăртрĕ:
Чăваш Республикинчен – 11354 çын;
Пушкăртстан Республикинчен – 803 çын;
Тутарстан Республикинчен – 773 çын;
Чĕмпĕр облаçĕнчен – 98 çын;
Самар облаçĕ – 78 çын;
Иркутск хулинчен – 15 çын;
Пенза облаçĕнчен – 12 çын;
Екатеринбург хулинчен – 10 çын;
Сургут хулинчен – 8 çын;
Мурманск хулинчен – 5 çын;
Чулхула хулинчен – 5 çын;
Тюмень хулинчен – 4 çын;
Эстонирен – 4 çын;
Удмуртирен – 2 çын;
Испанирен – 1 çын;
Францирен – 1 çын;
Нефтеюганск хулинчен – 1 çын;
регион палăртманнисем – 82 çын.
Хальлĕхе çитеймен, уçăлайман е вуланайман çырусем те пур, вĕсемпе малалла ĕçлĕпĕр.
Списока пĕр евĕрлетсе йĕркелесе çитерейменшĕн каçару ыйтатпăр. Диктант çыракансемшĕн результатсем кăсăклă пулĕç тесе малтанласа çакăн пек список та пулин кăтартас терĕмĕр.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăннисене, акцие йĕркелесе пулăшакансене, диктант тĕрĕслеме пулăшнă экспертсене чĕререн тав тăватпăр!
* * *
Сегодня, 23 апреля 2025 года, в целях создания условий для сохранения, изучения, развития и популяризации чувашского языка состоялась образовательная акция – Всечувашский диктант «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025», посвященная Дню чувашского языка, Году защитника Отечества в России и Году Победы и патриотизма в Чувашии.
По предварительным данным, в акции участвовали 13256 человек, из них
из Чувашской Республики – 11354;
из Республики Башкортостан – 803;
из Республики Татарстан – 773;
из Ульяновской области – 98;
из Самарской области – 78;
из Иркутска – 15;
из Пензенской области – 12;
из Екатеринбурга – 10;
из Сургута – 8;
из Мурманска – 5;
из Нижнего Новгорода – 5;
из Тюмени – 4;
из Эстонии – 4;
из Удмуртии – 2;
из Испании – 1;
из Франции – 1;
из Нефтеюганска – 1;
не указавшие регион – 82.