2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктантне» çыратпăр

2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктантне» çыратпăр

Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренӳ акцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет.

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çул Диктант сăн-сăпатне палăртатпăр. Кăçал çак ята виçĕ ача амăшĕ, «Салтак хастарлăхĕшĕн» («За воинскую доблесть»), «Паттăрлăхшăн» («За отвагу») медальсене, Паттăрлăх орденне (Орден мужества) тата ытти наградăсене тивĕçнĕ паттăр офицер мăшăрĕ тата волонтёр Кристина Егорова медицина сестри тивĕçрĕ.

Кристина Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче çуралнă, пуçламăш классене çак ялти вăтам шкултах вĕреннĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çитĕннĕ. Нумай ачаллă кил-йышра ӳснĕ. Кристинăн тата икĕ шăллĕ пур. Тури Туçари шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищине медицина сестри пулма вĕренме кĕнĕ. 2016 çулта алла диплом илнĕ, Норильск хулинчи пĕрремĕш больницăра ĕçлеме пуçланă. Шупашкарта вĕреннĕ чухнех пулас мăшăрĕпе – Элĕк районĕн хастар каччипе паллашнă. Вăл ун чухне Рязань хулинчи Сывлăш десант çарĕсен училищин курсанчĕ пулнă. 2018 çулта вĕсем çемье çавăрнă. Вĕренсе пĕтерсен Кристина мăшăрне Псков хулинчи çĕршывĕпе чапа тухнă чаçе – Сывлăш десант çарĕсен 76-мĕш штурмлакан десант гварди дивизине хĕсмете янă. Çамрăк мăшăрăн икĕ хĕр те пĕр ывăл ӳсет. Кĕçĕн хĕрĕ виçĕ уйăхра чухне – 2022 çулхи авăн уйăхĕнче Кристинăн мăшăрне Сири Араб Республикин халăхне пулăшма янă. Унта вăл çулталăк ытла хĕсметре пулнă. Сирирен таврăнсанах Ятарлă çар операцине тухса кайнă. Кристина мăшăрĕ – чăн-чăн офицер: йывăр лару-тăрăва лексен те, темиçе амансан та пуçне усман. Çак синкерлĕ самантсем Кристинăна салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çӳрес шухăш патне çитернĕ. Вăл ял халăхĕ çыхнă маскировка сеткисене, окоп çуртисене, тĕрлĕ апат-çимĕçе, шкул ачисен çырăвĕсене, салтаксем ярса панă списоксенче мĕн ыйтнине Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна илсе çӳрет. Унта вăл шăллĕпе пĕрле хăйĕн машинипех 6 хут кайса килнĕ. Кристина Норильск хулин 1-мĕш муниципалитет больницинче ĕçлет, хĕрарăмсен сывлăхне сыхлакан отделенире процедурăсем ирттерекен медицина сестри пулса тăрăшать. Хальхи вăхăтра виççĕмĕш ачапа декрет отпускĕнче, çавна май тăван республикăра пурăнать.

2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13.00 сехетре диктант çыратпăр.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӳ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне кăçал 40 яхăн ĕç ярса панă, йĕркелӳ комитечĕ вĕсенчен чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать:

1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm (Чăваш Республикинче), 95,9 Fm (Шупашкар хулинче) тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;

2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;

3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / «Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;

4) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (аудио);

5) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн социаллă тетелĕсен страницисенче.

Диктанта диктор вуланă май алăпа çырмалла е компьютерпа Word форматра наборламалла.

Диктант бланкне институт сайтне вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/67dba98e90fa7b732101abac/.

Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелӳ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.

Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсене хатĕрлев ĕçĕ ирттерме ыйтатпăр:

1) культура е вĕренӳ организацийĕсенче ятарлă вырăн хатĕрлеме;

2) диктант текстне вулакана палăртма (вĕрентекен, артист т.ыт.те; вуланă текст аудиофайлне 2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ярса параççĕ) е радиопа, Интернетпа итлесе çырма майсем туса пама;

3) шкул ачисене, çамрăксене, педагогсене, акципе кăсăкланакан пĕтĕм халăха хутшăнма майсем туса пама;

4) кашни аудиторире çырнă ĕçсене пухмалла, пухнă текстсене тĕрĕслеме вырăнта экспертсен ушкăнне йĕркелемелле, муниципалитетсен вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса илмелле;

5) «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци пĕтĕмлетĕвĕсене (миçе çын хутшăннă, миçе çын «5», «4», «3», «2» илнĕ; «5» илнисен списокĕ; çырнă ĕçсене тĕрĕслекен экспертсен списокĕ) 2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчех Чăваш Республикин вĕренӳ институтне çак формăпа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/67dba9e2e010dbb893fe749c/.

Кĕрет мелпе (очно) диктант çырмалли вырăнсем:

1) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, 1-мĕш корпус);

2) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетечĕ (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19а çурт);

3) Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ (Шупашкар хули, Уруков урамĕ, 10 çурт);

4) Чăваш наци библиотеки (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт «Чăваш кĕнеки» центр);

 5) пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренӳ тата культура организацийĕсенче.

Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (8352) 58-47-19 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри;

89677946646 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ;

8(8352) 22-63-50 (1312; 1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертӳçи;

8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.

8(8352) 23-02-17 (147) – Соловьева Галина Павловна, Чăваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертӳçи. 

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!