Пĕтĕм чăваш диктантне «5» паллăлăх çырар!

Пĕтĕм чăваш диктантне «5» паллăлăх çырар!

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче инçет мелпе, ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче кĕрет занятисем  ирттерчĕ.

Пĕтĕм чăваш диктантне «пиллĕк» паллăлăх çырас шутлисем  чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова тата регион аталанăвĕ центрĕн ертÿçĕ ăслăлăх ĕçтешĕ Юрий Виноградов ертсе пынипе орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илчĕç, ытти çулсенче çырнă диктантсенче тĕл пулнă йăнăшсене тишкерчĕç.

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2025» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет, 13.00 сехетре пуçланать.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне кăçал 40 яхăн ĕç ярса панă, йĕркелÿ комитечĕ вĕсенчен чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать:

1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm (Чăваш Республикинче), 95,9 Fm (Шупашкар хулинче) тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;

2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;

3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / «Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;

4) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (аудио);

5) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн социаллă тетелĕсен страницисенче.

Диктанта диктор вуланă май алăпа çырмалла е компьютерпа Word форматра наборламалла.

Диктант бланкне институт сайтне вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/67dba98e90fa7b732101abac/.

Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелӳ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.

Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсене хатĕрлев ĕçĕ ирттерме ыйтатпăр:

1) культура е вĕренӳ организацийĕсенче ятарлă вырăн хатĕрлеме;

2) диктант текстне вулакана палăртма (вĕрентекен, артист т.ыт.те; вуланă текст аудиофайлне 2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ярса параççĕ) е радиопа, Интернетпа итлесе çырма майсем туса пама;

3) шкул ачисене, çамрăксене, педагогсене, акципе кăсăкланакан пĕтĕм халăха хутшăнма майсем туса пама;

4) кашни аудиторире çырнă ĕçсене пухмалла, пухнă текстсене тĕрĕслеме вырăнта экспертсен ушкăнне йĕркелемелле, муниципалитетсен вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса илмелле;

5) «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци пĕтĕмлетĕвĕсене (миçе çын хутшăннă, миçе çын «5», «4», «3», «2» илнĕ; «5» илнисен списокĕ; çырнă ĕçсене тĕрĕслекен экспертсен списокĕ) 2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчех Чăваш Республикин вĕренӳ институтне çак формăпа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/67dba9e2e010dbb893fe749c/.

Кĕрет мелпе (очно) диктант çырмалли вырăнсем:

1) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, 1-мĕш корпус);

2) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетечĕ (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19а çурт);

3) Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ (Шупашкар хули, Уруков урамĕ, 10 çурт);

4) Чăваш наци библиотеки (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт «Чăваш кĕнеки» центр);

 5) пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче.

Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăнасса шанатпăр.

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!