Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрлентĕмĕр!

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче инçет мелпе консультаци ирттерчĕ.
Пĕтĕм чăваш диктантне «пиллĕк» паллăлăх çырас текенсем чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова тата регион аталанăвĕ центрĕн ертÿçĕ ăслăлăх ĕçтешĕ Юрий Виноградов ертсе пынипе орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илчĕç, ытти çулсенче çырнă диктантсенче тĕл пулнă йăнăшсене тишкерчĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула консультацие хутшăнайманнисене презентаципе паллашма сĕнетпĕр.
Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет, 13.00 сехетре пуçланать.
Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!