Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер-и?

Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет.
Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем (консультацисем) ирттеретпĕр:
- ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 00 сехетре – инçет мелпе (консультацие хутшăнмалли ссылка: https://chrio.rchuv.ru/news/2025/04/14/ptm-chvash-diktantne-irma-hatrlener-i;
- ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче00 сехетре – кĕрет мелпе (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 215-мĕш ауд.).
Орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илер, тĕрĕс çырма хăнăхар!
Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!
Прикрепленные файлы
Диктант бланкĕ
Скачать
(pdf, 310,38 Kb)