«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ

2025 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ларура акцин кăçалхи сăн-сăпатне çирĕплетрĕç. Ку хисеплĕ ята ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр офицер мăшăрĕ, 3 ача амăшĕ, медицина сестри Кристина Егорова волонтёр тивĕçрĕ.

Кристина Хĕрлĕ Чутай районĕн Атнар ялĕнче çуралнă. Кайран ăна шăпа Патăрьел тăрăхĕн Тури Туçа ялне илсе çитернĕ. Ӳссе çитĕнсен Элĕк районĕн каччипе Стаспа паллашса 3 ачаллă çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Ятарлă çар операцийĕнче икĕ хутчен те йывăр аманнă. Пуçне усман çамрăк хĕрарăм, Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çӳреме пуçланă. Вăл ял халăхĕ çыхнă маскировка сеткисене, окоп çуртисене, тĕрлĕ апат-çимĕçе, шкул ачисен çырăвĕсене кирлĕ çĕре çитерме пулăшать.

Ларура çавăн пекех «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртнĕ конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан 39 çын хутшăнчĕ, вĕсем йышĕнче – чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, вӗренӱ ӗҫӗн ветеранӗсем, редакторсем.

Конкурса ярса панă 39 текстран чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕç. Конкурса хутшăннисене ака уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

Ларăва пуçтарăннисем диктант пирки информацин массăллă хăтĕрĕсенче пĕлтерессипе, тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли занятисем ирттерессипе, чăвашсем пурăнакан вырăнсене информаци çитерессипе, тĕрĕслекенсен йышне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.