2025 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет
Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренӳ акцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет.
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.
Диктант çырма 2025 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.
Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать.
Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать.
Ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче диктант пирки тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.
Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.
Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!