Аса илтеретпĕр: ача садне çӳрекенсем валли «Хунав» фестиваль иртет

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль ирттерет.

Фестивале чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул çулне çитмен ачасене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе ирттерме палăртнă.

Мероприяти икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр 2025 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать. Ку тапхăра район е хула администрацийĕн вĕренӳ пайĕсем ирттереççĕ.

2-мĕш тапхăра 2025 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ иртет.

Фестиваль номинацийĕсем:

  1. «Илемлĕ чăваш юрри» («Красива и звучна чувашская песня») – ачасем чăвашла юрă юрлаççĕ.
  2. «Асамлă юмах тĕнчи» («Волшебный мир сказок») – ачасем пĕр-пĕр юмаха сценка евĕр чăвашла лартса кăтартаççĕ.
  3. «Янра, сăввăм, хыттăнрах» («Звучи, мой стих, сильнее») – ачасем сăвва чăвашла калаççĕ.

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru 



31 марта 2025
16:41
Поделиться