«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2025» вӗренӳ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсĕ иртет

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2025» вӗренӳ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсĕ иртет

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 2025 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2025» вӗренӳ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне ирттерет.

Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин, фронтра тата тылра çĕнтерĕве туптанă паттăрсен пархатарлăхĕпе хастарлăхне уçса паракан илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.

Конкурс кĕретсӗр иртет. Конкурса хутшăнакансен https://forms.yandex.ru/u/66012c2aeb61466ef2e3026f/ каçăпа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин, фронтра тата тылра çĕнтерĕве туптанă паттăрсен пархатарлăхĕпе хастарлăхне уçса паракан текст ярса памалла. Текстра 130-150 сăмахран ытла пулмалла мар.

Конкурса хутшăннисен ӗҫӗсене тишкерсе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире çырма пĕрне суйласа илеççĕ.

Конкурса хутшăннисене сертификат параççĕ, çĕнтерӳçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тӳлевсĕр çырăнтараççĕ. Конкурс ҫӗнтерӳҫипе призерĕсен списокне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтне https://chrio.rchuv.ru вырнаçтараççĕ.

Конкурса йĕркелекенсемпе çыхăнмалли мелсем: тел.: 8(8352)58-38-44; 89656855587, 89050275050.

Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр! Конкурс положенийĕпе туллин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.