«Тăван чĕлхе управçи» конкурса хутшăнма йыхравлатпăр

Шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳ программине чăвашла калаçса пурнăçлакан воспитательсен педагогикăра пухнă çĕнĕ опытне сарас, вĕсен профессири ятне-сумне тата халăхри хисепне çĕклес тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳ программине чăвашла пурнăçлакан воспитательсен професси ăсталăхĕн «Тăван чĕлхе управçи» конкурсне ирттерет.
Конкурса Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче тата Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан регионĕсен шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕренӳре чăваш чĕлхипе усă куракан воспитательсем хутшăнаççĕ.
Конкурс кĕретсĕр формăпа иртет, икĕ пайлă пулать:
1) «Медиавизитка»,
2) «Ачасемпе ирттерекен вĕренӳ мероприятийĕ».
Конкурса хутшăнакансене 2025 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 18-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/66da923ec417f314a092e002 ссылкăпа заявка ярса пама ыйтатпăр.
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем: Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru