«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

Кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5–6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5–6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 38 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Тутар Республикин тата Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен ачасем те пулчĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Мухтав сана, Тăван çĕр-шыв хӳтелевçи!», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекенсем – Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем!», «Ман пуласлăхăм – Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхĕнче» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Ачасем хăйсем калакан текста, тĕпрен илсен, аван пĕлеççĕ. Камера умĕнче калаçас хăнăху аталанса пыни курăнать. Артистла тыткалама тăрăшни сисĕнет. Аслисем ятарласа хатĕрленĕ ачасем хăйсене ирĕклĕн тытаççĕ, лайăх калаçма пултараççĕ.

«Ачасен тавра-курăмĕ аталантăр, çын умĕнче тухса калаçас хăнăху пултăр тесен илемлĕ литература ытларах вулама хăнăхтармалла, хайлавсене рольпе вулаттармалла, текстăн шухăш тĕшшине тупма вĕрентмелле», – палăртса хăварчĕç жюри пайташĕсем.

Çамрăк ораторсем пурте пултаруллă, вĕрентекенсен вĕсене кăшт ытларах тимлĕх уйăрмалла, вара вĕсенчен халăх умне тухса илемлĕ калаçма пултаракан, камерăран вăтанман чăн-чăн сцена ăстисем пулĕç. Малашнехи конкурссенче те хутшăнма йыхравлатпăр, пурне те ăнăçу сунатпăр!

Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин дипломне тивĕçрĕç. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăннă кашни ачана Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сертификатне пама йышăннă.

Документсем хатĕрри çинчен заявкăра кăтартнă электрон адреспа хыпарлама палăртнă. 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хуш.143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

E-mail: chrio18@rchuv.ru.