Чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварма тата аталантарма йĕркеленĕ фестивальсене хутшăнма йыхравлатпăр

Чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварма тата аталантарма йĕркеленĕ фестивальсене хутшăнма йыхравлатпăр

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул ачисен чăваш чĕлхипе культурине вĕренес туртăмне сыхласа хăварса аталантарас, талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсен пултарулăх хевтине пурнăҫлама майсем туса парас, вĕренекенсене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе 2025 çулта темиçе фестиваль ирттерет. Вĕсенчен çаксене палăртса хăвармалла:

  1. Кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче 14-мĕш классенчевĕренекен ачасен «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ пуçланнă. Муниципалитет тапхăрне округ администрацийĕсен пуш (март) уйăхĕн 18‑мĕшĕччен йĕркелесе ирттермелле. Фестиваль номинацийĕсем анлă. Ачасем «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри» тата «Чăваш ташши» конкурссенче вăй виçме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ. Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăра хутшăнаççĕ.
  2. Шкулчченхивĕренӳ заведенийĕсене çӳрекенсем те хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççĕ. Вĕсем валли «Хунав» республика фестивалĕ йĕркеленĕ. Вăл та икĕ тапхăрта иртет. Муниципалитет тапхăрĕ кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă, ака (апрель) уйăхĕн 2‑мĕшĕччен пырать. Çамрăк артистсем çак номинацисенче тупăшаççĕ: «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи» тата «Янра, сăввăм, хыттăнрах».

Пурне те фестивальсене хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр! 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru