Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчех чăвашла вĕрентме пуçламалла!

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕ Чăваш Республикин наци библиотекинче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекен ача сачĕсен методисчĕсемпе тата аслă воспитателĕсемпе «Чăваш халăх культурипе паллаштарнă май шкул çулне çитмен ачасен хутшăнупа пуплев хăнăхăвĕсене аталантарасси» темăпа семинар ирттерчĕ.
Семинара чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова уçрĕ, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелелемелли майсемпе мелсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасен пуплевне йĕркелес ĕçре таврашри япаласемпе аталантаракан вĕренÿ хутлăхĕ, çав шутрах чăвашла калаçакан теттесем те, пысăк вырăн йышăнни çинчен каларĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсенчен чылай килнине палăртрĕ
Вĕренÿ предмечĕсемпе облаçĕсене вĕрентес меслетлĕх кафедрин доценчĕ Тамара Артемьева «Шкулчченхи ачасен тăван чăваш чĕлхи пуплевне аталантарасси» темăпа калаçрĕ, педагогсемпе ĕçе йĕркелемелли тĕп положенисемпе принципсене тишкерчĕ, ăнăçлă ĕç меслечĕсемпе мелĕсене пăхса тухрĕ, тĕп вĕренÿ хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ, вăл шутра «Чăваш Ен – çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» вĕренÿпе меслетлĕх комлекчĕпе мĕнле ĕçлемеллине кăтартрĕ.
Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкар педагогика колледжĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн преподавателĕ Оксана Качанова маларах асăннă вĕренÿпе меслетлĕх комлекчĕпе усă курса тематика модулĕсене мĕнлерех вĕрентессине ăнлантарчĕ.
Семинарта çавăн пекех Çĕрпÿ муниципалитет округĕн 7-мĕш ача сачĕн аслă воспитателĕ Ирина Несмеловăпа Элĕк муниципалитет округĕн «Çăлкуç» ача сачĕн аслă воспитателĕ Вера Морозова хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, вăйăсем выляттарса чӑваш культурипе паллаштарас, чăвашла калаçма вĕрентес вăрттăнлăхсене уçса пачĕç.
Семинар вĕçĕнче иртнĕ çавра сĕтелте воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ачасене тĕрлĕ ĕç тутарса тата таврашри япаласемпе усă курса чăвашла калаçма вĕрентмелли, чăваш халăх культурипе паллаштармалли майсемпе мелсене тишкерчĕç, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа килĕшÿллĕн ку вĕренÿ çулĕнче тумалли ĕçсене палăртрĕç.