«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн республика тапхăрне хутшăнма нарăсăн 20-мĕшĕччен заявка памалла

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн республика тапхăрне хутшăнма нарăсăн 20-мĕшĕччен заявка памалла

Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире 5–6 классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн республика тапхăрне хутшăнма нарăсăн 20-мĕшĕччен заявка памаллине аса илтеретпĕр. Кăçал ăна Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă.

Муниципалитет тата хула округĕ администрацийӗсенчи вӗренĕве йĕркелесе пыракан органсен ертӳҫисен Конкурсăн муниципалитет шайĕнчи çĕнтерӳçисене палăртса Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрне официаллă çыру ямалла. Конкурс йĕркипе килĕшӳллĕн, çыру темине палăртмалли йĕркере «Оратор ӑсталӑхӗ_2025» тесе çырмалла, хăш муниципалитет/хула округӗ пулнине кăтартмалла. 5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсенчен кашни ӳсĕмри çĕнтерӳçĕсене палăртмалла. Вĕсем çак темăсене ирĕккĕн суйласа илсе пултарулăхне кăтартма пултарнă: «Мухтав сана, Тăван çĕр-шыв хӳтелевçи!», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекенсем – Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем!», «Ман пуласлăхăм – Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхĕнче».

Пурне те конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр! 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru