5–6 классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсне хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр

Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире 5–6 классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ кăрлач (январь) уйăхĕн 22‑мĕшĕнче пуçланнине аса илтеретпĕр. Кăçал ăна Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă. Округ администрацийĕсен Конкурсăн муниципалитет шайĕнчи çĕнтерӳçисене нарăс (февраль) уйăхĕн 18-мĕшĕччен палăртмалла. 5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ӳсĕмĕнчи икĕ ушкăна пайланаççĕ. Вĕсем çак темăсене ирĕккĕн суйласа илме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ: «Мухтав сана, Тăван çĕр-шыв хӳтелевçи!», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекенсем – Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем!», «Ман пуласлăхăм – Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхĕнче».
Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăрта тупăшаççĕ.
Пурне те конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр!
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:
Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru