Семинар иртрĕ

Семинар иртрĕ

Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхĕн çуртĕнче «Вĕренекенсене халăх культурипе çыхăннă республика мероприятийĕсене хутшăнма хатĕрлесси» семинар иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕчи 60 яхăн педагог хутшăнчĕ.

Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн наци тата регион компонентне аталантарас ыйтусемпе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская «Культура традицийĕсене упрама тата халӑх пултарулӑхне аталантарма ирттерекен регион мероприятийӗсем ҫинчен» калаçрĕ. Вăл семинара хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул ачисен чăваш чĕлхипе культурине вĕренес туртăмне сыхласа хăварса аталантарас, талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсен пултарулăх хевтине пурнăҫлама майсем туса парас, вĕренекенсене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе çулсеренех темиçе фестиваль-конкурс ирттерни пирки аса илтерчĕ. Инесса Владимировна семинара хутшăнма кăмăл тунă педагогсене тав турĕ, малашне те тухăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхĕн çурчӗ ертӳçи тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Токмаков Халӑхсен туслӑхĕн çурчӗн ĕçĕ-хĕлĕпе пĕтĕмĕшле паллаштарчĕ, вăл кунта тухăçлă ĕçлекен халăх пултарулăхĕн коллективĕсем, 30 ытла халăхăн наципе культура автономийĕ пирки калаçрĕ. Юрий Алексеевич халăхсен культурисене тата туслăхне аталантаракан паянхи пек мероприятисене хăйсен патĕнче ирттерме яланах хавас пулнине пĕлтерчĕ. Вăл культура тата вĕренӳ тытăмĕнчи ĕçченсен пĕрлехи пархатарлă ĕçне – тĕрлĕ халăхсен чĕлхипе культурине аталантарас, халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçе – туслă та тухăçлă пурнăçа кĕртме яланах хатĕррине палăртрĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, педагогика ăслăлăхĕн кандидачӗ, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн хор дисциплинисен преподавателӗ Юлия  Дмитриева «Пуҫламӑш шкулти наци юррин компоненчӗ» темăпа паллаштарчĕ. Юлия Александровна юрăпа çыхăннă тĕрлĕ конкурса хутшăннă чухне жанр уйрăмлăхне шута илмеллине, сасăпа тĕрĕс вылямаллине, юрланă чух орфографи правилисене пĕлнисĕр пуçне орфоэпи правилисене пĕлни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çавăн пекех тумтире тĕрĕс суйласа илни пирки те асра тытма ыйтрĕ.

Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, балетмейстер педагог, «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн хореографи пултарулӑхӗн методисчӗ Лидия Попова халӑх ташшисен хӑйне евӗрлӗхӗ пирки тухса калаҫрӗ. Халӗ чӑваш хусканӑвӗсем вырӑнне вырӑслисем кӗрсе кайнине, авалхи илемлĕх çухалса пынине палӑртрӗ. Ар ҫын ташшипе хӗрарӑм ташши хушшинчи уйрӑмлӑхсем çине тимлĕх уйăрчĕ. Ачасемпе хӑш ташша суйласа илмеллине, тум тир тӗрӗс суйламаллине асӑнчӗ. Алран-алӑ тытӑнса ташланӑ чух интервал тӗрӗс тытса пымалли мелсене кӑтартрӗ. Урана хăçан тата мĕнле хускатма юранипе, чăваш, вырăс тата тутар ташшисен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Лидия Авинеровнăн «Театр фольклорне упраса хӑварасси тата ӑна йӗркелесе хальхи хореографи культурине кӗртесси» теми пурин кăмăлне те кайрĕ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчĕ, актриса, театр ӑсти, театр пултарулӑхӗн методисчӗ Надежда Кириллова «Произведение вуланӑ чухнехи логикӑлӑх, ӑнланулӑх тата дикци. Сцена талккăшне хӑнӑхни тата сцена çинче хăвна тыткалас культура» темăна суйласа илнĕ. Вăл интонаци тата тон уйрăмлăхĕсем, тĕп шухӑша палăртмалли интонаци, сасӑсене тӗрӗс каласси пирки калаҫрӗ. Халӑх умне тухсан тимлӗхе хӑвӑн ҫине мӗнле куҫармалли пирки сӑмах хускатрӗ. Сцена çине тухнă-кайнă чух кĕлеткене мĕнле тытмалли, мĕнлерех утмалли çинчен пуплерĕ.

Паянхи мероприятие хутшăнакансем Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ питĕ кирлĕ ĕç тунине палăртрĕç. Паянхи лекторсем ачасене конкурссемпе фестивальсене мĕнле хатĕрлемелли пирки теори тĕлĕшĕнчен анчах мар, практика енчен ăнлантарни вĕсене питĕ тыткăнлани пирки хавхаланса калаçрĕç. Паллă артист-педагог вĕсене халăх умне чĕнсе кăларса сăвă калаттарса, юрлаттарса, ташлаттарса, унталла-кунталла уттарса, лартса-тăратса, выляттарса тĕрлĕ рольсене пурнăçлаттарни пурин кăмăлне те кайнă. Вĕсем çакăн пек семинарсем тăтăшах иртессе, вĕсене паянхи пек пысăк ăстасем хутшăнасса шаннине çине-çинех каларĕç.

Чăнах та ĕнтĕ, йӑла-йĕркене хӑнӑхни ачасене хӑйсен халӑхӗн культура эткерне ӑнланма, ҫавӑн пекех вĕсем пӗр-пӗр национальноçăн, халăхăн уйрăлми пайĕ пулнине ӑнланса илме пулӑшать, тăван халăхăн чĕлхипе, ташши-юррипе, йăли-йĕркипе кăсăкланма хавхалантарать.



07 февраля 2025
19:30
Поделиться