Интернет олимпиадăн çĕнтерÿçисемпе паллашар

Жюри 5-11-мĕш классенче вĕренекен ачасен чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе иртнĕ интернет олимпиадăн 33 çĕнтерÿçине палăртрĕ.
Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ çулсерен ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе ирттерет.
Кăçалхи олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен тăват çĕр ытла ача хутшăнчĕ, çав шутра – республика тулашĕнчен – 26 ача.
Пĕтĕмĕшле илсен, интернет олимпиадăна кăçал пысăк хастарлăхпа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Канаш, Куславкка, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Муркаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар округĕсен шкул ачисем хутшăнчĕç.
Олимпиадăна хутшăннă пур ачана та, вĕрентекене те тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.
Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене регистраци тунă чух кăтартнă адреспа ярса параççĕ. Документсене февралĕн 14-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелÿ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,
телефон: (8352)58-45-22 хушма номер 143.
e-mail: chrio18@rchuv.ru.