Паян 13.00 сехетре - Интернет олимпиада

Паян 13.00 сехетре - Интернет олимпиада

Паян, 2025 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе Интернет олимпиада ирттерет

Олимпиада 13.00 сехетре пуçланать, 40 минут пырать.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкисене кăрлачăн 29-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/678887e890fa7b30041c163a/ ссылкăпа ямалла. Каярах килнĕ заявкăсене йышăнмаççĕ.

Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-мĕш–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕнетпĕр.

Олимпиада ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура виçĕ категорипе иртет: 

- 5–6-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/66d02e7ff47e735e70a0588f/ , 

- 7–8-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/678884af02848f2f6ae55680/ , 

- 9–11-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/6788850a90fa7b2f841c163d/

Асăрхаттаратпăр: ссылкăсем кăрлачăн 30-мĕшĕнче 13.00 сехетре уçăлаççĕ.

Тулли информаципе олимпиадăн положенийĕнче паллашма пулать. Ăнăçу сунатпăр! 

Квитанци 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru .

Телефон: (8352)58-45-22, хушма номер 143.