Шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсем валли меслетлĕх кăтартăвĕсем хатĕрлекен авторсен семинарĕ иртрĕ

Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсем валли методика кăтартăвĕсем хатĕрлекен авторсен семинарĕ иртрĕ. Семинара хутшăнакансем тĕрлĕ автор ушкăнĕсен йышĕнче шкул çулне çитмен тĕрлĕ ӳсĕмри ачасемпе ĕçлеме чăвашла методика кăтартăвĕсем хатĕрлеççĕ. Кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçланă май пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли, канашламалли самантсем пайтах тĕл пулаççĕ. Çак ĕçре пулăшу парас шутпа шкулта тата шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре пуян опыт пухнă педагогсем, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче ĕçлекенсем тата Мускаври «Русское слово» издательство ĕçченĕ лекцисем ирттерчĕç.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн наципе регион компонентне аталантарас енĕпе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсем валли чăвашла пособисем хатĕрлес ĕçри çитĕнӳсем тата малашнехи плансем ҫинчен калаçрĕ. Педагогсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, малашне те çаплах туслă та тухăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.
«Русское слово» издательствăн шкулчченхи вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Нина Плаксина «Наша Родина – Россия» парциаллă (ачасене вĕрентес ĕçĕн содержанине пӗр конкретлӑ вӗренӳ облаҫӗнче уҫса пама май паракан) вӗренӳ программипе паллаштарчĕ. Çак программа 4–7 ҫулти ачасене Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕн йăлана кĕнĕ, авалхи культурипе хавхалантарса паллаштарма май панине палăртрĕ (программа ФПВС (ФГОС) тата ФВП (ФОП) ыйтнисене тивӗҫтерет).
Чăваш Республикин Элĕк муниципалитет округĕнчи Элĕкри 1-мĕш ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова этем аталанăвĕнчи тăван чĕлхе пĕлтерĕшне тимлĕх уйăрчĕ.
Чăваш Республикин Элĕк муниципалитет округĕнчи Элĕк вăтам шкулĕн пуҫламăш класĕсен вĕрентекенĕ Тамара Чашкова, тĕпрен илсен, «ArtikMe ăслă тĕкĕрпе» усă курса чăвашла интерактивлă, нумай енлĕ заданисем хатĕрлесси пирки калаçрĕ.
Чăваш Республикин Шупашкар муниципалитет округĕнчи Тутаркасси вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Альбина Ишова ача сачĕпе шкул ĕçĕнчи çыхăнăва, ачасене тăван чĕлхепе кăсăклантармалли условисене йĕркелесе пырасси пирки сăмах хускатрĕ, хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ.
Методика кăтартăвĕсем хатĕрлекен авторсене Лариса Смирнова тата Вера Тикушева регион аталанăвĕ центрĕн методисчĕсем пулăшса пыраççĕ.
Мероприятие хутшăнакансем çак семинара йĕркеленĕшĕн Вĕренӳ институтне тав турĕç, вăл пуриншĕн те усăллă пулнине, малалла тата тухăçлăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнине палăртрĕç.