Кĕнеке – чи хаклă парне

Чăваш ачисене тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарас тĕллевпе республикăри ача сачĕсене 2024 çулта тĕрлĕ вĕренӳ пособийĕсем, дидактика хатĕрĕсем, вăйă пуххисем, ĕç тетрачĕсем валеçсе панă.
Шкул çулне çитмен аслă ӳсĕмри ачасем валли хатĕрленĕ «500 сăмах» ятлă ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ словарь те çав шутрах. Сăмахсарта ачасем валли лексика минимумĕ параççĕ. Сăмахсене темăсем тăрăх уйăрнă. Вĕсен шутĕнче – вăйăсем, професси (ĕç), хускану, çанталăкпа çулталăк вăхăчĕ, тĕссем, хисеп, сывлăх сунни, саламлани, паллашу, каçару ыйтни, сыв пуллашни тата ыт.те. Кашни сăмаха ӳкерчĕкпе пуянлатнă.
Словарь ачасене пĕр вăхăтрах чăваш тата вырăс чĕлхисене алла илме пулăшать.
Тепĕр парне – «Чăваш ен. Эпир пĕрле» кĕнеке-çул çӳрев. Çак тĕлĕнмелле çул çӳрев Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсенчен хăш-пĕрисен – чăвашсен, вырăссен, тутарсен, мăкшă-ирçесен, çавăн пекех çармăссемпе удмуртсен – культурин тĕрлĕ енлĕ тĕнчипе паллаштарать.
Кĕнекесене меллĕ те илĕртӳллĕ форматпа хатĕрленĕ. Ку ачасене чĕлхене вылянă май вĕренме, тавралăха тĕпчеме, тăван енĕн паллă вырăнĕсемпе, çыннисемпе паллашма пулăшать.
Чăннипех те, кĕнеке – чи хаклă, чи лайăх, чи кирлĕ парне. Унран усăллăраххине тупаймăн та!