Меслетлӗх семинарӗ иртрӗ

Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче пуçтарăнчĕç. Кунта хула шайӗнчи меслетлӗх семинарӗ иртрӗ.
Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗ – чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре тĕслĕх кăтартса паракан шкулсенчен пĕри. Çак ĕçри çитĕнӳсемшĕн вăл 2023 çулта республика элтеперӗн грантне çĕнсе илме пултарчĕ.
Семинара пухăннă вĕрентекенсем чӑваш чӗлхипе литература вĕрентмелли ҫӗнетнӗ пӳлӗмпе те, çак шкулта ĕçлекен вĕрентекенсен ĕçĕпе те паллашрĕç. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн проректорӗ Инесса Ядранская 40-мĕш шкул тата чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ ыттисемшӗн те тӗслӗх, меслетлӗх лапамӗ пуласса шаннине палăртрĕ.
Александр Степанов, Римма Гаврилова тата Ирина Диарова, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, интерактивлӑ доскапа усă курса вӗренĕве чăвашла йĕркелемелли майсене кӑтартрӗç. 2022 çулта Раççей шайĕнчи тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнче лауреат пулса таврăннă Александр Степанов 2-мӗш класс ачисемпе «Хӗл мучи патӗнче» темăпа уҫӑ урок ирттерчӗ.
Семинар ачасен Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе вӗҫленчӗ.