Шкул ачисене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарма хатĕр

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 9-мĕшĕччен «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе ирттерекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс иртрĕ.
Вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне, кодификаторĕпе спецификацине тишкерчĕç, текстпа ĕçлемелли меслетлĕхпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Педагогсем вĕренĕвĕн тĕрлĕ формипе ĕçлерĕç: шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли хăйсем тĕллĕн буклет хатĕрлерĕç, ачасем çырнă ĕçсене тĕрĕслесе йăнăшсенчен хăтăлмалли мелсемпе майсене палăртрĕç, 9.2, 9.3-мĕш темăсемпе сочинени çырчĕç.