Вĕрентекенсем «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе ирттерекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе ирттерекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерекенсен кĕрет занятийĕсем иртрĕç.
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне, кодификаторĕпе спецификацине тишкерчĕç, текстпа ĕçлемелли меслетлĕхпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче педагогсем Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче стажировкăра пулч ĕç. Лариса Анисимовăпа Алина Егорова вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерсе текстпа ĕçлемелли кăсăклă формăсемпе тата мелсемпе паллаштарчĕç. Шупашкар хулин 48-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова тата Шупашкар муниципалитет округĕн Янăш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Наталия Магазеева ачасене сочинени çырма вĕрентес ĕçре хăйсем усă куракан вăрттăнлăхсене уçса пачĕç, 9.2, 9.3-мĕш темăсемпе çырнă сочинени тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕç.
Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.