Вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава аталантарма хатĕр
_oe0uhfab.jpg)
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕччен Вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç.
Занятисем кĕретĕн те, кĕретсĕр те иртрĕç. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче педагогсем Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕнче пулчĕç. Чи малтанах «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс лауреачĕ Людмила Николаева 6-мĕш класс ачисемпе «Ĕмĕт йывăçĕ» урок ирттерчĕ, ун хыççăн Нина Егоровăпа Марина Мурзакаева 2-мĕш класра вĕренекенсемпе ирттернĕ «Шкулти туссем» тата «Манăн шанчăклă тус» уроксем урлă креативлă шухăшлава аталантарас мелсемпе паллаштарчĕç. Итлекенсем çĕнĕ пӗлӳ илнипе кӑмӑллӑ пулчӗҫ, урок ирттермелли ăслайсемпе мелсене ăса хыврĕç, 62-мĕш шкул вĕрентекенĕсен ăсталăхĕпе практикӑри опычӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.
Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче ирттернĕ занятисенче Анна Егорова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава аталантарас çул-йĕре уçăмлатрĕ.
Кĕретĕн ирттернĕ занятисем кăсăклă, тухăçлă та усăллă пулчĕç.