Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле Г.Н. Волков академика сума суса кашни çул «Хавхалану» конкурс фестиваль ирттерет. Кăçал вăл чăваш учёнăйĕ Геннадий Волков çуралнăранпа 97 çул çитнине халалласа темиçе номинаципе иртрĕ. Вĕсенчен пĕри паллă этнопедагогăн «Г.Н. Волков хайлавĕсене сцена çинче чи лайăх лартни» номинаци пулчĕ.
Театр ăсталăхне туптакансем пултарулăх ăмăртăвне инçе çулран хăрамасăр республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ: Патăрьел, Елчĕк, Тăвай, Элĕк, Муркаш муниципалитет округĕсенчен – пурĕ 12 пултарулăх ушкăнĕ.
Пултарулăх ăмăртăвĕ хĕрӳ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăннă кашни шкул Волков калавĕсене сцена çинче кăтартма лайăх хатĕрленнĕ. Шкул ачисем хайлав сăнарĕсене выляса вĕсем мĕнлерех çынна пĕтĕмлетнине кăтартрĕç. Жюри ачасен калаçăвне, вылянине сăнаса вĕсен сăнар калăплас ăсталăхне хакларĕ.
Куракансем те, хутшăнакансем те уявпа кăмăллă пулчĕç. Çитĕнекен ăру Г.Н. Волков çырнă калаври сăмахсене ăша хывасса шанса тăратпăр.
Конкурс результачĕсем
Гран-при - Елчĕк округĕн Курнавăш шкулĕн «Хавхалану» ушкăнĕ. Ертÿçисем: Кузнецова Надежда Михайловна, Воронова Вера Николаевна.
Гран-при - Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн «Шăпăрлансем» ушкăнĕ. Ертÿçи: Николаева Л.П.
1-мĕш вырăн - Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн «Чăваш ачисем» ушкăнĕ. Ертÿçисем: Гаврилова Римма Альбертовна, Степанов Александр Марсович.
1-мĕш вырăн - Муркаш округĕн Турай шкулĕн «Хунав» ушкăнĕ. Ертÿçисем: Петрова Оксана Модестовна, Григорьева Татьяна Петровна.
2-мĕш вырăн - Патăрьел округĕн Аслă Чемен шкулĕн «Хытă алă çупни» ушкăнĕ. Ертÿçисем: Кошелева Н.В., Яганова Л.В.
2-мĕш вырăн - Тăвай округĕн Тăрмăш шкулĕн ушкăнĕ. Ертÿçи: Максимова Нина Александровна.
3-мĕш вырăн - Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн «Тантăш» ушкăнĕ. Ертÿçи: Егорова Нина Иосифовна.
3-мĕш вырăн - Муркаш округĕн Оринин шкулĕн «Яковлев мăнукĕсем» ушкăнĕ. Ертÿçи: Ястребова Наталия Ивановна.
Лауреатсем:
1. Элĕк округĕн Юнтапа шкулĕн «Шевле» ушкăнĕ. Ертÿçи: Медведева Надежда Зиновьевна.
2. Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн «Хĕвел ачисем» ушкăнĕ. Ертÿçи: Егорова Нина Иосифовна.
3. Çĕрпÿ округĕн Кăнар поселокĕн ача сачĕн «Хунав» ушкăнĕ. Ертÿçи: Сидирякова Лариса Вениаминовна.
4. Шупашкар хулин 35-мĕш шкулĕн ушкăнĕ. Ертÿçисем: Мокеева Надежда Алексеевна, Демидова Елена Юрьевна, Волкова Алиса Витальевна.
«Чи лайăх ар ролĕ» номинаци
1. Максим Иванов. Муркаш округĕн Турай шкулĕ.
2. Васильев Михаил. Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕ.
3. Казаков Кирилл. Çĕрпÿ округĕн Кăнар поселокĕн ача сачĕ.
«Чи лайăх хĕр е арăм ролĕ» номинаци
1. Звонарева Анастасия. Тăвай округĕн Тăрмăш шкулĕ.
2. Бондаренко Софья.Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕ.
3. Игнатьева Софья. Патăрьел округĕн Аслă Чемен шкулĕ.