Вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла
(1)_ajeonhyq.png)
Шкул ачисене хăйсем пухнă пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентес ĕçре вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Шкулта илекен пĕлÿ ачсене пурнăçра кирлĕ пулма пултарать-и? Мĕнле шухăшлава эпир креативлă тетпĕр? Креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла? Креативлă шухăшлав чăваш чĕлхине упраса хăварма тата аталантарма пулăшма пултарать-и? Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче вулавçă пĕлÿлĕхĕпе креативлă шухăшлава йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренме пуçланă педагогсем.
Занятисене чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕсем Анна Егоровăпа Надежда Иванова тата килнĕ хăнасем ирттерчĕç.
«Чăваш Ен» наци телекуравĕн аслă редакторĕ, Контактра хутшăну тетелĕнче «PUKANE.RU» ушкăна ертсе пыраканĕ Валентина Белова ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарса тата выляттарса ÿстернин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Вăл пуçарса янипе тата йĕркелесе пынипе чăваш тумне тăхăнтартнă пуканесемпе теттесем чăвашла калаçаççĕ.
Курсра вĕренекенсем француз тата чăваш чĕлхи вĕрентекенне, «Хавал» пуçару ушкăнĕн хастарне Александрв Уруковăна та питĕ тимлĕ итлерĕç, Вăл чĕлхе вĕрентес ĕçри хăйĕн опычĕпе тата вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Кĕретĕн ирттернĕ занятисем кăсăклă, тухăçлă та усăллă пулчĕç.