Шкул ĕçĕнче тухăçлă ĕçлемелли професси компетенцийӗсене ÿстерчĕç

Шкул ĕçĕнче тухăçлă ĕçлемелли  професси компетенцийӗсене ÿстерчĕç

«ФГОСа тата ФООПа  пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе  вĕренÿ занятийĕсене проектласси» професси компетенцийĕсене ÿстермелли черетлӗ курс вӗҫленчӗ, ӑна сентябрӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 10-мӗшӗччен чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пычĕ.

Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене алла илес тĕллевпе вĕренекенсем 48 вӗренӳ сехетне дистанциллӗ вӗренӳ технологийӗсемпе, 24 сехете – уйрӑм занятисен формипе усӑ курса пурнӑҫларĕç.

Юлашки кун занятисем институтра иртрĕç. Надежда Иванова пĕтĕмĕшле тĕп вĕренӳ шайĕнче ирттерекен сапăрлав результачĕн паллисене шкул ачи патне çитермелли çул-йĕре уçăмлатрĕ. Тăван (чăваш) литература урокĕсенче вĕренекенсен ĕç-хĕлĕсене сапăрлав паллисемпе шайлаштарса ăша хывас ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Анна Егорова тăван (чăваш) чĕлхе урокĕнче вулавçă пĕлÿлĕхĕн тĕп енĕсемпе паллаштарчĕ.  Вĕренÿ тексчĕсемпе тата правилăсем, вĕренÿ кĕнекинчи хăнăхтарусем, пултарулăх ĕçĕсем вулавçă пĕлÿлĕхĕн мелĕсем пулнине палăртрĕ.  Лингвистика (теори),  лексика материалне вĕрентнĕ май кирлĕ вулавçă пĕлÿлĕхне атлантарма пулăшакан тĕслĕхсене пачĕ. 

  



11 октября 2024
14:03
Поделиться