«Хавхалану» фестивале заявка яма ĕлкĕрĕр!

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле «Хавхалану» фестиваль ирттерет. Фестиваль тĕллевĕ – вĕренекенсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçне-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшасси.
Фестиваль кăçал 5 номинаципе иртет:
1) «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ»;
2) «Г.Н. Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ»;
3) «Çемье тата экологи темисене халалланă чи лайăх хайлав»;
4) «Г.Н. Волков хайлавĕсем çине таянса тунă чи лайăх видеофильм»,
5) «Г.Н. Волков пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне халалланă викторина».
Фестивале хутшăнма кăмăл тунă педагогсемпе вĕренекенсен заявкисене юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/66d0267384227c5c48b6b354/ каçăпа йышăнатпăр.
Хутшăнмалли йĕркепе фестивалĕн положенине вуласа пĕлме сĕнетпĕр.
Йĕркелÿ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:
8(8352)584-522 (хушма номерсем: 146, 109) – регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@mail.ru.